| 2903 | Арапуҫ ҫынни те ялан ҫара пуҫ ҫӳремест. | Ялан — Хушӑран |
| 2904 | Кашни ӑсӑмрах турам кӗмест. | Ялан — Хушӑран |
| 2905 | Кӑмака ҫамки кирек хӑҫан та хура пулать. | Ялан — Хушӑран |
| 2906 | Кӑмака ҫинче ӗмӗрех ҫулла. | Ялан — Хушӑран |
| 2907 | Кӗллен-кӗллен ҫуллӑ пӑтӑ пулмасть. | Ялан — Хушӑран |
| 2908 | Пӗрмай хӗрлӗ ҫине пӑхсан куҫ йӑмӑхса каять. | Ялан — Хушӑран |
| 2909 | Сайра хутра Сайхулла та йӑнӑшать. | Ялан — Хушӑран |
| 2910 | Тӑрсан-тӑрсан Туррине те ҫӳлтен сӗтӗрсе антарӗҫ. | Ялан — Хушӑран |
| 2911 | Тепӗр чух ӗҫмесӗр те ӗҫ пулмасть. | Ялан — Хушӑран |
| 2915 | Тепӗр чух пилӗк пус та пӗр пуса тӑмасть. | Ялан — Хушӑран |
| 2912 | Тепӗр чух суйни те вырӑнлӑ. | Ялан — Хушӑран |
| 2913 | Тепӗр чух така та хуҫине сӗксе вӗлерет. | Ялан — Хушӑран |
| 2914 | Тепӗр чух тӗттӗм чӑлана та ҫутӑ кӗрет. | Ялан — Хушӑран |
| 2916 | Тепӗр чух чӗлхене те ҫыртма пӗлни кирлӗ. | Ялан — Хушӑран |
| 2917 | Тепӗр чух шӑрпӑкран та пӗрене пулать. | Ялан — Хушӑран |
| 2918 | Хушӑран автан та ҫӑмарта тукалать. | Ялан — Хушӑран |
| 2919 | Хушӑран кушак та хуҫа тет. | Ялан — Хушӑран |
| 2920 | Хушӑран пӗр ҫын та ҫичӗ ҫынна тӑрать. | Ялан — Хушӑран |
| 2921 | Хушӑран хушӑк курӑнать. | Ялан — Хушӑран |
| 2922 | Хушӑран хуять тет. | Ялан — Хушӑран |
| 2923 | Хушӑран шӳт туни те илемлӗ. | Ялан — Хушӑран |
| 2924 | Ялан вӑйӑ мар, ӗҫлес те пулать. | Ялан — Хушӑран |
| 2925 | Ялан кӑмӑл хыҫҫӑн ҫӳреймӗн. | Ялан — Хушӑран |
| 2926 | Ялан кӑмӑл хыҫҫӑн ҫӳресен якалса юлӑн. | Ялан — Хушӑран |
| 2927 | Ялан килсен — Яланпи, сайра килсен — Савайпи. | Ялан — Хушӑран |
| 2928 | Ялан пӗр апат йӑлӑхтарать. | Ялан — Хушӑран |
| 2929 | Ялан пӗр юрӑ хӑлхана йӳҫӗтет. | Ялан — Хушӑран |
| 2930 | Ялан пур урапа та пӗр йӗрпех чупмасть теҫҫӗ. | Ялан — Хушӑран |
| 2931 | Ялан ҫуллӑ пӑтӑ пулмасть. | Ялан — Хушӑран |
| 2932 | Ялан ҫуллӑ пӑтӑ ҫимелле мар, хӑш чухне хыт ҫӑкӑр та кышлас пулать теҫҫӗ. | Ялан — Хушӑран |
| 2933 | Ялан тутлӑ ҫимӗҫ те йӑлӑхтарать. | Ялан — Хушӑран |
| 2934 | Ялан хирӗҫ мар, хушӑран майлӑ та шӑлас пулать. | Ялан — Хушӑран |
| 2935 | Ялан ытпа мар, тӗкел те пулать. | Ялан — Хушӑран |
| 2936 | Ялан Ялахви мар, хушӑран Хурахви те тӗл пулать. | Ялан — Хушӑран |
| 2937 | Ялан янтипе пурӑнма ҫук. | Ялан — Хушӑран |
| 2938 | Ялан ятлаҫнипе япала янтӑлаймӑн. | Ялан — Хушӑран |
| 2939 | Ялан яшка йӑлӑхтарать, тепӗр чух шӳрпе те ҫиес килет. | Ялан — Хушӑран |
| 2940 | Ялан яшлӑх мар, ватлӑх та персе ҫитет. | Ялан — Хушӑран |
| 2941 | Яланах иртнине ан асӑн. | Ялан — Хушӑран |
| 2942 | Яланах йӗпе-сапа тӑмасть, уяр та пулать. | Ялан — Хушӑран |
| 2943 | Яланах каланӑ пек пулмасть. | Ялан — Хушӑран |
| 2944 | Яланах ҫӑварни мар, типӗ те килет. | Ялан — Хушӑран |
| 2945 | Яланах ҫын йӑпатнипе пурӑнаймӑн теҫҫӗ. | Ялан — Хушӑран |
| 2946 | Яланах хурланса ҫӳресен шурӑ та хуран курӑнать. | Ялан — Хушӑран |
| 2947 | Яланах чӑн пупле, сана пур ҫӗрте те ҫул уҫӑлса пырӗ. | Ялан — Хушӑран |
| 2948 | Яланах чӑннипе ҫӳрекен чӑн ҫӗрте ыр курать. | Ялан — Хушӑран |
| 2949 | Яланах ял куссине кусаймӑн. | Ялан — Хушӑран |
| 2950 | Яланпи илемӗ те ялана пымасть. | Ялан — Хушӑран |